«Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль иртрĕ

«Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль  иртрĕ

2024-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль  Муркаш муниципалитет округĕн Калайкасси шкулĕнче иртрĕ. Ҫак фестивале республикӑри пултаруллӑ ача-пӑча ушкӑнӗсем тӗрлӗ округран  пухӑнчӗҫ.

  Фестивальте тӗрлӗ енлӗ конкурссем пулчӗҫ. Вӗренекенсем те, вӗрентекенсем те хутшӑнчӗҫ ӑмӑртусене.
  
Пирӗн шкултан фестивале хутшăнма кӑмӑл тунӑ ачасемпе вӗрентекенсем виҫӗ ӑмӑртура хăйсен ӑс-хал тата пултарулӑх вăйне виҫрӗҫ.
    
"Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн" тупӑшура кӗҫӗн классене ҫӳрекен ачасем тӑван халӑх вӑййисене, йӑлисене кӑтартрӗҫ. Пирӗн шкулта пуҫламӑш класра ӑс пухакан "Шӑпӑрлансем" ушкăн 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Маттур ачасем чӑваш халӑхӗ Сурхури уявне мӗнле ирттернине тӗлӗнмелле пултаруллӑ выляса  кӑтартса пачӗҫ, хӑйсене сцена ҫинче артистсем пекех ӑста кӑтартрӗҫ.  
      
 8 Б  класра вӗренекен Нелли Чубайкинӑпа Эдуард Тарасов "Сар каччӑпа сарӑ хӗр" номинацире тӑван халӑхӑн историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине мӗн таран пӗлнине ӑс-тӑн вӑййине хутшăнса хăйсен тавракурăмне пур енлӗн палӑртрӗҫ.
  
 "Тӑвалла пулсан та малалла" проектсен хӳтӗлевӗн ӑмӑртӑвӗнче Хӗрлӗ Чутай шкулӗн директор ӗҫӗсене туса пыракан Вероника Николаевна Архипова вӗренӳ учрежденийĕнче  чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе мӗнле йӗрелесе пынипе паллаштарчӗ. Вӑл жюри пайташӗсем умӗнче "Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук" проекта хӳтӗлесе 1-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ.
    
Паянхи  мероприятире пулма тӳр килнӗ пултаруллӑ ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсене, директор ӗҫӗсене туса пыракан В.Н. Архиповӑна саламлатпӑр, малашлăхра чӑвашлӑха аталантарас ӗҫре хастарлӑх кӑтартса  ӑнӑҫусем тума сунатпӑр.

Фотогалерея